Добавить
Уведомления

Ĕмĕт пурнăçланчĕ

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Леонид Черкесов – «Ĕмĕтсен чăрăшĕ» ырă юхăма хутшăнса Шупашкар хулинчи 9 çулти хĕрачана хăлхана чиксе юрă-кĕвĕ итлемелли хатĕр парнелерĕ. Ачасен ĕмĕтне пурнăçлас тесен елкажелений.рф сайтра регистрациленмелле. Унта пĕчĕккисен кăмăлне çырса пĕлтермелле. Шупашкарта пурăнакан Варвара Кузьмина юрă-кĕвĕпе туслă. Çавăнпа ĕнтĕ вăл наушник парне ыйтнă. Ĕмĕтленни пурнăçланчĕ те, хĕрача малашне хăй пӳлĕмĕнчех юратнă программăсене курса киленме, ташласа савăнма пултарать. Ĕмĕчĕ пурнăçланнăшăн пĕчĕк Варвара чунтан савăнать. Çĕнĕ çулхи асамлăха ытти ачасем те кĕтеççĕ. ЛЕОНИД ЧЕРКЕСОВ: «Раççей Федераци Канашĕнче пирĕн пуху пулчĕ. Çав пуху хыççăн пире елка желани тесе каларĕç. Кашни хăйне валли елка çинчен туртса илме пултарать. Эпĕ илтĕм те мана Донецк халăх республикинчен лекрĕ. Çак хĕр ача Валерия Крюкова ача-пăча коляски тата чăваш пукани паян-ыран паратпăр. Çĕнĕ çул çитиччен парне пултăр çак хĕр ачана». Çак кӳмепе пуканесем çитес вăхăтра 5 çулти хĕрача патне Донецк халăх республикине çитĕç. Наци пуянлăхне кăтартакан теттесем туслăха, эпир пурте килĕшӳре пурăннине çирĕплетеççĕ. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Леонид Черкесов асамçă вырăнне пулса Тимофей Гурьянов ĕмĕтне те пурнăçлĕ. Арçын ача пуйăс машинисчĕ вырăнĕнче пулса курасшăн. Пĕчĕкскере чукун çулпа çеç ярăнтармĕç, пуйăс тетте те парнелеме палăртнă.

12+
35 просмотров
3 года назад
20 декабря 2022 г.

, чтобы оставлять комментарии