Ревель Федоров пиртен уйрăлса кайрĕ
Чăваш халăхĕн хисеплĕ ывăлĕ, çĕршыври паллă ӳнерçĕ, Раççей халăх художникĕ Ревель Федоров пиртен уйрăлса кайрĕ. Вăл 92 çулта пулнă. Ревель Федорович Вăрмар районĕнчи Аслă Чак ялĕнче 1929-мĕш çулхи раштав уйăхĕн 29-мĕшĕнче çуралса ӳснĕ. Вăл – Кокель вĕренекенĕ. Ревель Федорович 1963-мĕш çулта Алексей Кокель Харьковра уçнă ӳнер институтĕнчен вĕренсе тухнă. Чун туртăмĕпех пулĕ Чăваш Ене таврăннă. Унăн ĕçĕсене хăйне евĕрлĕ график пек, ытарлăх мелĕпе, портретпа пейзаж жанрĕсене пĕрлештерсе ӳкернĕ сăнарĕсем урлă палласа илме пулать. Раççей культуринчи паллă çынсен сăнарĕсене, историпе çыхăннă сюжетсене те асăрхама пулать. Халăх шăпи, этемлĕхĕн ĕмĕрхи пахалăхĕсем, авалхи мифологи ăна ытларах кăсăклантарнă. Ӳнерçĕн ĕçĕсем Чăваш Енри, Раççейри, Европăри çĕршывсенчи музейсенче упранаççĕ. Ревель Федоровича юлашки çула ăсатма республикăри резерв фондĕнчен укçа уйăрма йышăннă. Ревель Федоровпа Яков Ухсай ячĕллĕ культура çуртĕнче чӳк уйăхĕн 1-мĕшĕнче 11:30 минутра сыв пуллашаççĕ. ГЕННАДИЙ КОЗЛОВ: «Маншăн вăл Учитель. Маншăн вăл атте евĕр хаклă çын. Мĕншĕн тесен вăл пире, çамрăк ӳнерçĕсене мĕн пĕчĕкрен теме пулать, пĕрле илсе çӳресе, вĕрентсе, тĕрĕс енлĕ утма вĕрентнĕ. 30-40 çулхи çамрăк ӳнерçĕсене хăйпе юнашар тытса вĕрентнĕ. Ӳнерçĕ меслетне, ăс-тăнне, вăй-халне, тĕнче курăмне. Çав тăрăшнипе эпир хальхи пурнăçра çак никĕсе тытса пыратпăр».