Добавить
Уведомления

Бизнес пуçарăвĕсене аталантармалла

Чăваш Енри хăна çурчĕсен инфратытăмне аталантарасси, регион тавралăхне илем кĕртесси, цифра трансформацийĕпе çыхăннă проектсем валли кадрсем хатĕрлесси. Ку тата ытти ыйтупа çыхăннă проектсене бизнес пуçарăвĕсене аталантарас енĕпе ĕçлекен лидерсен клубĕн пĕрлешĕвĕн хастарĕсем сӳтсе яврĕç. Тĕл пулăва пухăннисене Олег Николаев Чăваш Енĕн инвестици вăй-хăвачĕпе аталанăвĕ çинчен каласа пачĕ. Вăл промышленноç, ял хуçалăх тытăмĕ çинче ытларах чарăнса тăчĕ. Малашлăхра Çĕнĕ Шупашкарта ятарлă экономика зонине йĕркелеме палăртнине пĕлтерчĕ. Бизнес пуçарăвĕсене аталантарас енĕпе ĕçлекен лидерсен клубĕн хастарĕсем те хăйсен проекчĕсемпе паллаштарчĕç. Вĕсенчен кашниех регион пуласлăхĕ çинчен шухăшлать. Юрий Грибанов, сăмахран, Шупашкарта федераллă агентствăн компетенци центрне уçма сĕнчĕ. Республикăра экономика тытăмĕнчи ăста специалистсен йышне ӳстерес тĕллевпе ĕçлеççĕ. Ку енĕпе çамрăксене шкултанах хăнăхтарма пуçланă. Пĕлӳ çурчĕсенче пĕчĕк лабораторисем, вĕрентӳ лапамĕсем хута яни те ачасене пĕчĕкренех хăйсен ăсталăхне аталантарма май парать. Тĕл пулу Чăваш Енри инвестици аталанăвĕн агентствипе тата лидерсен клубĕн пĕрлешĕвпе килĕшӳ çирĕплетнипе вĕçленчĕ.

12+
45 просмотров
3 года назад
31 октября 2022 г.

, чтобы оставлять комментарии