Парк пуянланать
Чăваш Енре ял хуçалăх техникин паркне çĕнетсех тăраççĕ. Кунта тимĕр ут е уй-хир карапне туянсан тăкакăн 40 процентне патшалăх каялла тавăрса пани нумай пулăшу кӳрет. Çак çăмăллăхпа нумай хуçалăх, фермер усă курать. Кăçал 9 уйăхра çеç техника туяннăшăн патшалăх 543 миллион тенкине каялла тавăрса панă. Ку тĕревпе усă курса Чăваш Енре 455 единица техника туяннă. Кăçал илнĕ 114 трактор тата 22 комбайн вырмапа ака ĕçне хутшăннă. Республикăри ял хуçалăх министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, çывăх вăхăтра хыснана çĕнĕлĕхсем кĕртнĕ чухне тата 100 миллион тенкĕ уйăрас ыйтăва та пăхса тухма палăртаççĕ. Çакă тата та нумай техника туянма май памалла.