Шалăва ӳстереççĕ
Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче бюджет тытăмĕнче вăй хуракансен шалăвне ӳстерма йышăнчĕç. 2023-мĕш çулта çак тĕллеве пурнăçлама республика хыснинче 28 миллиард тенкĕ пăхса хăварнă. Тепĕр çулхи кăрлач уйăхĕнчен Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Хушăвĕпе килĕшӳллĕн бюджет тытăмĕнче вăй хуракансен шалăвне 7 процент çурă ӳстерме палăртнă. Спортра тăрăшакансене те хавхалантарасшăн. Вĕсен оклачĕ 4 процент таран пысăкланмалла. Чăваш Республикин спорт министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, çак тытăмра тăрăшакан 2539 специалист, 919 тренер 4 процент ытларах ĕç укçи илме пултарĕ.