Добавить
Уведомления

Вĕсене тимлĕх ытларах кирлĕ

Çĕнĕ çул – ачасен чи кĕтнĕ уявĕсенчен пĕри. Анчах, шел пулин те, çĕр çинчи пур ача та ăна çывăх та юратнă çыннисемпе кĕтсе илеймест. Çемье хӳттине парнелесе усрава илнĕ пепкесене, çавăн пекех ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксен ачисене тимлĕх ытларах уйăрас, вĕсене хавхалантарас тĕллевпе республикăра ыркăмăллăх уявĕсем йĕркелеççĕ. Вĕсенчен пĕри Шупашкарта иртрĕ. Алла-аллăн тытăннă ачасем уявăн тĕп лапамне васкаççĕ. Унта вĕсене «Алиса в стране чудес» юмахăн тĕп сăнарĕ кĕтсе илчĕ. Вăл кролик тусĕпе пĕрле пĕчĕккисене хăйне евĕрлĕ çул çӳреве илсе çитерчĕ тейĕн. Унта вара пĕтĕмпех ачасем пĕлекен, ăнланакан тавралăх хуçаланать. Хĕл Мучийĕ ватă пулсан та, вăл «модăран» юлмасть, социаллă сетьсемпе усă курать, ачасен хальхи йышши юрă-кĕввине шăрантарса хусканусем тăвать. Ирина Мельчакова уява Кира тата Егор мăнукĕсемпе килнĕ. Тăлăха юлнă ачасене вăл хăйĕн хӳттине илнĕ, çемье ăшшине парнеленĕ. ИРИНА МЕЛЬЧАКОВА: «Питĕ лайăх, ачасем савăнаççĕ. Питĕ современный программа. Ачасем валли интереслĕ». Нина Ивановăн мăшăрĕ вара хальхи вăхăтра ятарлă çар оперцине хутшăнать. Çак уявра ачасем хăйсене телейлĕрех туйма пултарнишĕн савăнать вăл. Хĕл Мучипе тунă сăн ӳкерчĕксене çывăх вăхăтра вара мăшăрĕ патне ярса парасшăн. НИНА ИВАНОВА: «Ачасене стрессран тухма пулăшать, кăштах çăмăллатать, савăнтарать. Стипендипе хавхалантараççĕ, кашни уйăхрах, вăхăтрах парса тăраççĕ. Питĕ пĕлтерĕшлĕ, çакăн пек йывăр вăхăтра, самантра пулăшу пани». Тулли мар мобилизацие лекнĕ çемьесене патшалăх та, правительство та тĕрлĕ енлĕ тĕрев кӳрсех тăрать. Ыркăмăллăх акцийĕсем йĕркелени те йывăр вăхăтра çемьесене хавхалантарма май параççĕ. ЯКОВ МИХАЙЛОВ: «Ачасем хăйсен ашшĕсемсĕр вăхăтлăха тăрса юлнă. Çавăнпа та пур енчен те çав çемьесене пулăшса тăрасшăн. Çак ёлкăна чĕнсессĕн те ачасем кăштах савăнччĕр. 4 ёлка ирттересшĕн, 1-мĕш ёлки паян пултарулăх центрĕнче пулса иртет тата тепĕр 2 ёлка урамра ирттересшĕн». Чун-чĕре ăшшине – ачасене. Çакна çитĕнекен ăру кашни самантрах туйса тăрать. Паян тунă ырăлăх вара пуласлăхра каялла тавăрăнса çитетех.

12+
46 просмотров
3 года назад
20 декабря 2022 г.

, чтобы оставлять комментарии