Добавить
Уведомления

Паттăрсемпе пуян тăрăх

Елчĕк районĕ Геройсемпе пуян. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче, ĕçре палăрнисемпе мухтанма пултараççĕ Пăла тăрăхĕнче пурăнакансем. 10 паттăртан 9-шĕ – Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕнчен. Кунта вĕсене асра тытса, Ентешсен çулталăне халалласа Геройсен аллейи уçрĕç. Аслă Пăла Тимеш ялĕнче Чăваш Республикин Гимнĕ яланхинчен те янăравлăрах илтĕнет. Кунта халăх Елчĕк районĕнчи Ĕç мухтавĕпе паттăрлăхĕн кĕнекине кĕртнĕ Геройсене чыс тума пухăннă. Семен Андреев, Василий Зайцев, Евлалия Васильева, Георгий Емельянов, Матрена Лаврентьева, Иван Михайловский, Николай Панкратов, Александра Петрова, Василий Свеклов – паттăрсем камсем пулнине калама ыйтсан Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕнче пурăнакансем тӳрех çак ятсене палăртаççĕ. ЛЕОНАРД ЛЕВЫЙ: «Çак тăрăхран кăна 8 Социализмла Ĕç геройĕ тата 1 Совет Союзĕн геройĕ тухнă. Çак аллейăна ÿсни питĕ пĕлтерĕшлĕ, мĕншĕн тесен кунта ачасем нумай тăраççĕ. Çамрăк ăру хăйĕн паттăрĕсене пĕлмелле, мăнаçланмалла». Аллейăна халăх пуçарăвĕн программипе хута янă. Ăна хатĕрлеме миллион та 300 000 ытла тенкĕ кайнă. СЕРГЕЙ АРТАМОНОВ: «Кун пек проектсем кăçал кăна республикăра 1200 проект, кам масарсене тирейлет, кам çулсене тата ыттине те. Кĕркунне ялсем тăрăх çӳресе тав сăмахĕ кăна каласа çӳретĕп. Эсир, елчĕксем чи малтан ака ĕçĕсене тухрăр, чи малтан тирпейлесе пĕтертĕр. Хирсенче кăшт хĕвелçаврăнашĕ кăна юлнă. Малтисен шутĕнче ялан. Ĕçчен халăх». Халăх пуçарăвĕн программипе ĕçлес пулсан проекта пурнăçлама Чăваш Республикин хыснинчен укçа уйăраççĕ тата халăх укçине хушаççĕ. Анчах та ку хутĕнче ял çыннисем тăкакланман. Аслă Пăла Тимеш ялĕнче вырнаçнă «Победа» хуçалăх халăхран пухмалли пайне уйăрнă. Пĕрлешӳ ертӳçи Николай Головин 10 çул каяллах аллея уçас ĕмĕтпе пурăннă. НИКОЛАЙ ГОЛОВИН: «Çак геройсем хушшинче манăн икĕ тăван хамăн та, пĕри – аппа, тепри – кукка. Эпĕ çак япалана туман пулсан мана намăс та пулатчĕ пуль. Çавăнпа та пирĕн çакăн çинче кăна чарăнса тăмалла ан пултăр. Тата мĕн те пулин туса хуçалăха аталантарса пымалла пултăр». Пысăк тухăç илнĕ, выльăх-чĕрлĕх йышне ӳстерсе пынă, сĕт нумай сунă тата ытти те – «Победа» хуçалăх ячĕ XX-мĕш ĕмĕр варринче кĕр кĕрлесе тăнă. ЮРИЙ ПОПОВ: «Ачапча чухне ăмсанаттăмăр çак «Победа» колхоз çитĕнĕвĕсемпе. Пĕр эрне маларах акма тухатчĕç. Пĕр эрне маларах пуçтарма тухатчĕç. Çитĕнӳсем питĕ вăйлă пулнă сирĕн». 10 яла пĕрлештернĕ хуçалăх. Кунта 9 бригада шутланнă. 1967-мĕш çулта хуçалăха Ленин орденне параççĕ. Çакă шапах Ĕç паттăрĕсен тӳпи. НАДЕЖДА АЛЕКСАНДРОВА: «Ку колхоз республикăра кăна мар, Совет Союзĕнче те паллă пулнă. Унта нумай çырусем çыратчĕç атте патне. Пĕлмесĕрех çырман пуль тетĕп. Питĕ тăрăшса ĕçленĕ пуль. Тăрăшса ĕçлемесен çакăн чухлĕ паттăрсем пулма та пултарайман». Геройсен аллейинчи кашни палăкĕ метр çурă çӳллĕш, 70 сантиметр сарлакăш. Шупашкарти ритуаллă пулăшу кӳрекен «Погост» пĕрлешӳ директорĕ Евгений Никоноров пĕлтернĕ тăрăх, тĕп стеллăна тата 9 паттăр палăкне икĕ эрнерех туса пĕтрнĕ. Социализмла Ĕç геройĕсен тата Совет Союзĕн Геройĕн сăн ӳкерчĕкесене ӳкернĕ чухне мăнаçлăх çуралнине калать вăл. Ял халăхĕ те паттăрсемпе мăнаçланнине палăртать. ГАЛИНА ЦАРЕВА: «Герой аллейине уçнăшăн эпир питĕ савăнатпăр. Мĕншĕн тесен кунта пирĕн аннен палăкĕ те пур». ЕЛЕНА ЛИСИЦИНА: «Вĕсем вăйлă ĕçлесе пурăннă. Пире çăкăр çитернĕ вăрçă вăхăтĕнче. Вĕсен чысĕпе савăнатпăр, мухтанатпăр». ВЛАДИМИР ПЛОТНИКОВ: «Çак аллея çамрăксемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртса хăварма пулать. Мĕншĕн тесен вăл патриотизмла воспитани пама, ĕç воспитани пама питĕ меллĕ пулать. Çакăнта эпир уявсене ирттеретпĕр».

12+
40 просмотров
3 года назад
31 октября 2022 г.

, чтобы оставлять комментарии