Руль умне урă лар
Чылай чухне çул-йĕр çинче сиксе тухакан пăтăрмах автомашина "штурвалĕ" умĕнче ларакан çынран килет: водитель техникăна хăвăрт хăвалать, хĕрĕнкĕ пуçпа çула тухать е тата ытти çул-йĕр правилине пăсать. Вĕсен пĕтĕмлетĕвĕ – инкек, хурлăх, куççуль. Кăçал, шел пулин те, ӳсĕрле транспортпа çула тухакансене час-час шута илнĕ. Ӳсĕрле е мухмăрла тухас марччĕ мăн çула. Киккирике кăшт хĕртсен руль умне лармалла мар тесе асăрхаттарса сăвăçсем те йĕрке хыççăн йĕрке шăрçалаççĕ. Анчах та цифрăсем шухăша яраççĕ. АНДРЕЙ ЕРШОВ: «Паянхи куна пирĕн хулара 479 инкек пулса иртнĕ. Вĕсенче пирĕн 10 çын вилнĕ, 442 çын аманнă пулнă. Çак инкексен шутĕнчен 26 инкеке усĕр водительсемпе пулса иртнĕ. Çак инкексенче пирĕн вилнĕ çынсем пулман, вĕсенче 52 çын аманнă пулнă». Çул çӳрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн ĕçченĕсем йĕрке пăсакансене тупса палăртас тесе кашни кунах çула тухаççĕ. Кăçал çеç тĕп хулара ӳсĕрле руль умне ларнă 552 çынна шута илнĕ. Вĕсенчен 407-шĕ медицина терĕслевĕ витĕр тухма хирĕçленĕ. Эрех-сăра ĕçсен автомашина "штурвалĕ" умне ларсан административлă майпа явап тыттараççĕ. Çулталăк çурăран пуçласа икĕ çул таран водитель удостоверенине туртса илеççĕ, çавăн пекех 30 000 тенкĕ штраф хума пултараççĕ. Иккĕмĕш хутчен руль умне ӳсĕрле ларнине шута илсен уголовлă ĕç пуçараççĕ. Çавăн пекех 3 çул таран ку водителĕн руль тытма ирĕк пулмасть. Енчен те çуд çак айаплав йăвашрах тесе йышăнть пулсан тата 480 сехет е икĕ çулччен тӳлевсĕр ĕçлеттерме, çавăн пекех 2 çул таран ирĕклех прависĕр хăварма пултарать. Руль умне ÿсĕр ларакана темĕн пек хытараççĕ – правине туртса илеççĕ, штраф хураççĕ, темиçе талăка хупса та лартаççĕ, анчах вĕсемшĕн пур пĕрех ик айкки те тăвайкки темелле. Çул çӳрев инспекторĕсем каçал иккĕмĕш е ытларах хутчен ӳсĕрле руль умне ларакансене пĕлтĕрхинчен 14 ытларах шута илнĕ. Умра – уявсем, апла пулсан йĕркене пăсакансен хисепĕ тата та ӳсме пултарать. АНДРЕЙ ЕРШОВ: «Паянхи куна пирĕн хулара çулталăк хушшинче 17 мероприяти «Ӳсĕр водитель» туса ирттернĕ. Çак 17 мероприятинчен çиччĕшĕ пирĕн хамăрăн хулари çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн инспекцийĕпе тунă. Мĕн тесе калас килет. Хальхи вăхăтра пирĕн уявсем пуçланаççĕ, копроративсем. Эпир çавна пăхса, тишкерсе çавăнпа та çак канмалли кунсенче çак мероприятисене туса ирттеретпĕр. Тепĕр эрнинче те Çĕнĕ çул пуçланиччен çак мероприятисене кашни кун ирттеретпĕр. Çавăнпа та кам сĕтел хушшине ларать, кам алла черкке тытать, эрех ĕçсен руль умне лармалла мар. Сирен пурнăç сирĕн алăра». Урă мар водитель айăпĕпе çул çинче питех те нумай инкек пулса иртет. Автомобильпе пынă чух тĕп вырăнта – çул çинче мĕн пулса иртнине тимлĕхре тытни тата лайăх реакци. Алкоголь вара ку туйăмсене самаях чакарать, виçесĕр ĕçсен – вуçех те пĕтерет. Тепĕр хăрушлăх – водителĕн япăххинчен сыхланас инстинкт та пачах çухалать. Нумай чухне ÿсĕр водительсем хăвăртлăха уямаççĕ, светофорсене те, çул-йĕр паллисене те курмаççĕ. Тĕттĕм вăхăтра кăна мар, çутăра та çуран çÿрекенсене те асăрхамасан та пултараççĕ. Çавăнпа та водительсен алла черкке тытиччен темиçе хутчен шухăшламалла