Добавить
Уведомления

Пĕр уйăхра 4 çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă

Çын пурнăçĕн ытларах пайĕ çул çинче иртет. Çавна май çул этемĕн ĕмĕрне татма пултаракан хăрушлăх та кăларса тăратать. Юпа уйăхĕнче çеç републикăри çулсем çинче 818 инкек пулнă. Вĕсенчен 1040 çын аманнă, 94-шĕ пурнăçран уйрăлнă. Халăха синкерлĕ лару-тăру йĕркеленесрен асăрхаттарас тĕллевпе çул çӳрев хăрушсăрлăхĕн инспекцийĕн ĕçченĕсем тăтăшах рейдсем ирттереççĕ. Кĕркунне çул çинчи инкексен йышĕ ӳсет. Çакна кун кĕскелнипе, çанталăк çумăрлă тăнипе çыхăнтараççĕ. Çынсем тимлĕхе çухатни, яланах васкани, çул урлă каçмалли вырăнсене асăрхаманни инкексен тĕп сăлтавĕ пулса тăрать. Юпа уйăхĕнче çеç Шупашкарта çуран çӳрекенсемпе çыхăннă 11 инкек пулнине çирĕплетнĕ. Вĕсенче 4 çын вилнĕ. АНДРЕЙ ЕРШОВ: «Пирĕн нерегулируемый тата регулируемый çул каçмалли ятарлă вырăнсенче кăна каçмалла. Каçнă чухне ĕнтĕ яланах тимлĕ те асăрхануллă пулмалла, çул урлă каçиччен машинсем чарăннине пăхса тăрса çав машинсем чарăннă хыççăн кăна çула каçмалла». Çул урлă каçмалли вырăн пур пулсан та хăшĕн-пĕрин вăхăта сая ярса унта çити утас килмест иккен. Çакнашкал тĕслĕхсене Шупашкарти çырла тăкăрлăкĕ çывăхĕнче те час-часах курма пулать. «Хăвăрт чупса иртетĕп» текен шухăшлисене çул çӳрев хăрушсăрлăхĕн инспекцийĕн ĕçченĕсем рейд вăхăтĕнче те асăрхарĕç. Вĕсем кашнинйĕнпех калаçу ирттерчĕç, йĕркерен пăрăнни вилĕм патне илсе çитерме пултарнине аса илтерчĕç. АНДРЕЙ ЕРШОВ: «Водительсен малта пыракан машинсен умне пыриччен хăйсен дистанцине 2 хут, 3 хут нумайрах тытмалла. Çул урлă каçмалли çĕре çитсессĕн водительсен питĕ тимлĕ пулмалла. Мĕншĕн тесен ку çанталăкра вĕсем çул çине тухакан çынсене курмасан та пултараççĕ». Çулталăк пуçланнăранпа Шупашкарти çулсем çинче 323 инкек пулнă. Вĕсенче 11 çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă. «Çул йăнăшсене каçармасть». Çакна кашнин асра тытмалла.

12+
53 просмотра
3 года назад
25 октября 2022 г.

, чтобы оставлять комментарии