Добавить
Уведомления

Республика чысне хӳтĕлĕç

Раççейре пĕрремĕш хут хорсен тата юрă ушкăнĕсен конкурсне йĕркеленĕ. Ăна çĕршыври халăхсен культура эткерлĕхĕн çулталăкне халалланă. Тупăшу темиçе тапхăртан тăрать. Иккĕшĕ – муниципалитетри тата регионти – хыçа юлнă. Республика тапхăрĕн çĕнтерӳçипе пирĕн пултарулăх ушкăнĕ тĕл пулчĕ. Тăван çĕршыва юратма, ăна упрама, хӳтĕлеме вĕрентеççĕ Çĕнĕ Шупашкарти 17-мĕш шкулта. Пĕлӳ çурчĕ çумĕнчи хор та çакна тума пулăшать. Вăл 20 çул ытла каяллах йĕркеленĕ. Юрлакансем çитĕннĕ май ушкăн çĕнелсе тăрать. Халĕ шкулта икĕ хор ĕçлет, кашнинчех 30-шар ача. Кĕçĕн хора тăваттăмĕш класс ачисем çӳреççĕ. Аслă хора – 5-7 класс вĕренекенĕсем. Вĕсем пурте иккĕмĕш классранпах такăрлатаççĕ çула. МИЛЕНА СОРОКИНА: «Эпĕ хаваспа шкулти хора юрлама çӳретĕп. Хор эрнере виçĕ хут пулать. «Тăван çĕршыв», «Туслăх», юрату çинчен юрăсем юрлатпăр. Тĕрлĕрен конкурссене хутшăнатпăр». Хора никама та вăйпа илсе килмен. «Пурте чун туртнипе килнĕ», – пĕлтерет ушкăн ертӳçи Ирина Калягина. Хорта ачасем çĕнĕ туссем тупаççĕ, хăйсен ăсталăхне туптаççĕ. МИЛЕНА СОРОКИНА: «Халĕ вара пĕтĕм Раççейри регионсен конкурсне хатĕрленетпĕр. Пĕрремĕш вырăн йышăнасса шанатпăр». Çĕнĕ Шупашкарсем шкул хорĕ номинацинче хутшăнаççĕ. «Республика чысне тивĕçлĕн хӳтĕлетпĕр», – палăртаççĕ вĕсем.

12+
48 просмотров
3 года назад
22 декабря 2022 г.

, чтобы оставлять комментарии