Ялсене аталантараççĕ
Ялсене аталантарасси, аграрисене пулăшасси – патшалăх политикин тĕп тĕллевĕсенчен пĕри тесе Федераци Пухăвĕн спикерĕ Валентина Матвиенко çу уйăхĕнче иртнĕ канашлурах каланăччĕ. Çак ыйтăва паян Федераци Пухăвĕн аграрипе суту-илӳ политикин комитечĕн Чăваш Енре ирттернĕ ларăвĕнче пăхса тухрĕç. Ялсене аталантарас тĕллевпе çĕршыв, республика шайĕнче чылай проект пурнăçланать. Чăваш Ен ку енĕпе Раççейре малта пыракан регионсен шутĕнче. Тавралăха хăтлăх кĕртессипе, агробизнеса вăй илме пулăшас енĕпе тĕрлĕ пуçарусем пурнăçа кĕрсе пыраççĕ. Ялта юлас кăмăллисем валли пурăнмалли çурт-йĕр ыйтăвне татса пама пĕчĕк процентлă ипотека программине тăснă. Социаллă контрактпа усă курса ялта, салара пурăнакансем услам ĕçне йĕркелеме пултараççĕ. Чăваш Енре кăçал аграрисем рекорд лартнă – 1 миллион тонна ытла тырă пуçтарса кĕртнĕ. Гектарти вăтам тухăç 33,8 центнерпа танлашнă. Çу культурисен лаптăкĕ 20 500 ытла гектар пушаннă. Гектарти вăтам тухăç – 12 центнер ытларах. – Тыр-пула самаях туса илни истори шайĕнче рекордсене илсе кайни савăнтарать тата хавхалантарать. Эпир хамăр ĕçре тĕрĕс енсене çирĕплетсе хунине пĕлтерет ĕнтĕ. Унсăр пуçне çак енсем пире пурнăçра тĕрĕс утăмсем туса хамăр ума лартнă тĕллевсене пурнăçа кĕртсе пынине кăтартса парать. Ял сăнне илемлетмелле, хăтлăхсемпе тивĕçтермелле, экологи ыйтăвĕсене татса пама тăрăшмалла, çĕнĕ технологисемпе анлă усă курмалла. Ку тата ытти ыйтăва та хускатрĕç канашлура.