Добавить
Уведомления

Бюджет, пулăшу çинчен

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсен черетлĕ сессийĕнче 20 саккун проектне пăхса тухрĕç. Тĕп ыйтусенчен пĕри – 2024-мĕш çулчченхи республика бюджетне йышăнасси. Çавăн пекех тулли мар мобилизаципе кайнă, «Атăл» наци батальонĕнчи салтаксене, вĕсен çемйисене пулăшасси пирки те саккун йышăнчĕç. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Пуçлăхĕ Леонид Черкесов сессие пуçланă май: «Пирĕн сирĕнпе Тăван çĕршыв хӳтĕлевçисене, вĕсен çывăх çыннине пулăшасси пирки саккунсем йышăнмалла. Кирлĕ йышăнусене вăраха ямасăр салтаксене пулăшма тăрăшмалла терĕ. Малашне ятарлă çар операцине хутшăнакансен ачисене тӳлевсĕр вĕри апатпа тивĕçтерма йышăнчĕç депутатсем. Тӳлевсĕр юрист пулăшăвĕпе те усă курма май пулĕ. Унччен маларах иртнĕ сессире парламентарисем «Атăл» наци батальонĕнче тăракансене тата ятарлă çар операцине хутшăнса вăхăтсăр куç хупнă Раççей гвардийĕн ĕçченĕсене пулăшма йышăннăччĕ. 2022, 2023, 2024-мĕш çулсене палăртнă бюджет документне те пăхса тухрĕç черетлĕ сессире. Чăваш Республикин çитес çулхи бюджечĕн тупăшĕ 77 миллиард тенкĕ ытла пулĕ. Çав шутра хамăрăн тупăш – 42 миллиард тенке яхăн. Тăкаксем 80 миллиард тенкĕ ытларах. Ун çинчен Чăваш Республикин финанс министрĕ Михаил Ноздряков каласа пачĕ. Бюджет проектне хатĕрленĕ чухне консервативлă курăма тĕпе хунă, анчах вăл та палăртнă проектсене ĕçе кĕртме кăна мар, çав вăхăтрах бюджет шучĕпе тӳрре кăлармалли çĕнĕ çул-йĕрсене пурнăçлама та май парать. Сывлăх сыхлавĕн, культурăпа спорт тытăмĕсен пурлăхне пуянлатма тĕллев лартнă. Çул-йĕр фондне, аграрисене, пысăк укçа уйăрма палăртнă.

12+
181 просмотр
3 года назад
27 октября 2022 г.

, чтобы оставлять комментарии