Добавить
Уведомления

Курав уçăлчĕ

Уявсем çывхараççĕ. Кашниех юратнă, çывăх çынни валли илемлĕ, чуна килĕшекен парне суйлама тăрăшать. Шупашкара килсе çитнĕ «Чул юмахĕ» суту-илӳ куравĕнче кăмăла каякан шăрçа, хăлха çакки тата ытти капăрлăх туянма пулать. Вăл чӳк уйăхĕн 3-мĕшĕнче ĕçлеме пуçларĕ. Çутçанталăкăн черчен пайĕ ку курава çулсеренех юратса кĕтет. Вĕсен шутĕнче Урал тăрăхĕнче çуралса ӳснĕ Людмила Янина та. Кĕрлĕ-çурлă вăл «Чул юмахĕ» суту-илӳ куравĕ Шупашкара килсен пĕр çулпа утать. Кунти эреше хатĕрленĕ чухне шăпах Урал тăрăхĕнчи чулсене усă кураççĕ-çке. Хăлха çакки, мăй çакки, вăчăра – Людмилăн пур эрешĕ те чулсенчен. Аметиста ытларах кăмăллать иккен. Хальхинче вăл ваннă капăрлăха юсаттарма килнĕ. «Чул юмахĕ» суту вырăнĕ çеç мар, чи малтанах – курав. Кунта темĕн те пур. Çулсерен курава çĕнĕлĕхсем кĕртеççĕ. Шпинельтен шăрçасем малтан та сутлăхра пулнă, кăçал вара хăлха çаккисем те туса килнĕ. Квантум Кваттро чул та – çĕнĕлĕх. Пермьри селенит куракансене тыткăнлать. Вăл сывлăх, вăрăм ĕмĕр, шанăç, пуянлăх палли. Ячĕ унăн селена ятран пулса кайнă. Ку йăлтăркка чул юрату вăйне те ӳстерет. Çĕнĕ капăрлăхсем нумайланнă. Илĕртӳллĕ чулсем – малахит, рубин, сапфир, изумруд, ĕнчĕ кашнин кăмăлне уçать. Янтарьтен ăсталанă япаласем тата мĕнле илемлĕ: çĕрĕсем, вăчăрасем, алкасем, алă суллисем, мăй çаккисем. Чулланса ларнă йывăç сухăрĕнчен тунă эреше пĕрре çакса пăхсан ăна никамăн та хывас килмест. Куракансене ытларах малахит тата змеевик текен чултан тунă япаласем кăмăла каяççĕ иккен. Малахит – тĕрлĕ чир-чĕртен тата усалтан сыхлать теççĕ, çавăн пекех вăл ĕмĕтсене пурнăçлама пулăшать-мĕн. Çак куравра авторсем хатĕрленĕ ĕçсене туянма хăрамалла мар. Вĕсем хăйне евĕрлĕ, урăх çын çинче тĕл пулаймастăн. Илĕртӳллĕ чулсем – рубин, изумруд, сапфир, аметист, аквамарин. Тухăçра уйрăмах кăмăллакан капăрлăха маçтăрсем хăйне евĕрлĕ дизайнпа йăласене пăхăнса ăсталанă. «Чул юмахĕ» курав чӳк уйăхĕн 6-мĕшĕччен ĕçлет. Шупашкарти ӳнер центрĕ пурне те хапăл туса кĕтет.

12+
89 просмотров
3 года назад
3 ноября 2022 г.

, чтобы оставлять комментарии