Эх, тăвайкки…
Тинех хĕлле. Унта та кунта йĕлтĕрпе, конькипе ярăннине курма пулать. Тăвайккисем патĕнчен ача-пăча татăлмасть. Канмалли кунсенче — пушшех те. Çак киленĕç хăш чухне инкекпе те вĕçленме пултарать. Кун пирки — малалла. Хĕл ларнă ларман хулара та, ялта та тăвайккинчен ярăнакансене курма пулать. Хаваслă ачасен çуйхашăвне илтсен пуçа тӳрех çак йĕркесем кĕреççĕ. «Эх,тăвайкки, тăвайкки, мĕн чуль ача ярăнăть. Çуна, йĕлтĕр е тăркăч тăвайккине якатать". Анчах та хăш чухне савăнăç инкеке те çаврăнма пултарать. Ши шăхăрса анса хăшпĕр çĕрте çунашкасем транспорт чупакан çул çинех тухса каяççĕ. Кăçал унашкал тăвайккисем хулара курăнмаççĕ-ха. Пĕлтĕр вара ятарлă ушкăн тĕп хулари Рождественский тата Дементьев урамĕсенче темиçе те хăрушлăх кăларса тăракан тăвайккисене пĕтермелле тунă. АНДРЕЙ ЕРШОВ: «Эпир çак япаласене сыхласах тăратпăр ĕнтĕ. Единый диспетчерский службăна пĕлтерсе администраципе ЖКХ-асемпе пĕрле çак вырăнсене пĕтерттернĕ, хайăр саптарса. Ятарлă парксене кайсан та çак япалсем ан пулччăр тесен ашше-амăшĕн пăхса тăмалла. Çак ярăнмалли вырăн хăрушсăрлăх енĕпе лайах пултар тесе. Ытти чухне йывăçсем хушшине е ытти япала çине пырса кĕме пултараççĕ». Çул çӳрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн ĕçченĕсем яланах асăрхануллă пулмалли пирки калаççĕ. Тăвайккисем машина чупакан çулпа юнашар пулнине курсан пĕрлĕхлĕ 1383 е 102 номерсемпе шăнкăравласа пĕлтермелле. Тата тепĕр япала та хăрушлăх кăларса тăратать - вĕрсе хăпартнă çунасене — тюбингсене транспорт хыçне çаклатса ярăнаççĕ. АНДРЕЙ ЕРШОВ: «Çак вăхăтрах снегоходсемпе банансем текен япаласем пур, турттарса çӳреççĕ. Вĕсемпе ярăнма юрамасть. Çак япалана курсан снегоход çинче çӳрекен водительсене штраф паратпăр пин тенкĕ таран. Мĕншĕн тесен хăрушсăрлăх енĕпе питĕ хăрушă япала. Вĕсен ярăннă чухне пăхмаççĕ ăçта пырса кĕнине те» Юр тăрăх çӳрекен транспорт хыçне çунасем çаклатса ярăннăшăн иртне çул Шупашкарти 3 водителе штраф панă. Катаччи чупасси, тăвайккинчен ярăнасси савăнăç çеç пултăр тесен асăрханулăх пирки манмалла мар. Республика кăларăм валли Алина Сусметова, Юрий Марков