Добавить
Уведомления

Асăну кунĕ

«За нами отчий дом. Умра Сăр чикки – хыçра тăван кил» кĕнекене пахалаççĕ. Юпа уйăхĕн 28-мĕшĕнче «Сăр чикки» оперăна пĕрремĕш хут сцена çине кăлараççĕ. Çав кун Сăрпа Хусан хӳтĕлев чиккисене чавакансене асăнаççĕ. Кун пирки Правительство çуртĕнче иртнĕ ларура калаçрĕç. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Хушăвĕпе килĕшӳллĕн, юпа уйăхĕн 28-мĕшĕнче çулсеренех Сăрпа Хусан чиккисене чавакансене асăнĕç. Кăçал вăл пĕрремĕш хут иртет. Çавна май ăна анлă йĕркелеме палăртаççĕ. Паллах, Куславкка районĕнчи Мемориалта митинг пулать. Чĕмсĕр паттăрсене асăнса чечек кăшăлĕсем хураççĕ. Çак куна халалласа республикăра кĕнеке кăларнă. «За нами отчий дом. Умра Сăр чикки – хыçра тăван кил» хатĕрлӳçи Ольга Гурьянова. Авторĕсем вара шкулта вĕренекенсем, студентсем, воспитательсем, преподавательсем, журналистсем тата, паллах, хӳтĕлев чиккисене хăпартакансен ачисемпе мăнукĕсем. Кĕнекене Чăваш Енри хĕрарăмсен канашĕн пуçарăвĕпе пичетленĕ. Сăвă, поэма, калав, асаилӳ – темĕн те кĕртнĕ унта. Кĕнеке хаклавĕ Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче иртмелле. Эрнекунах куракансем «Сăр чикки» оперăна та пахалама пултараççĕ. 1941-42-мĕш çулсенчи пулăмсем сăнарланаççĕ унта. Спектакле Чăваш Республикин Гранчĕпе хатĕрленĕ. Луганск тата Донецк Халăх Республикисенчи пултарулăх ушкăнĕсем Раççейри 45 регионта хăйсен ĕçĕсемпе паллаштараççĕ. Вăл шутра Чăваш Енре те. Чӳк уйăхĕнче Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче, Çĕнĕ Шупашкарти «Химик» культура керменĕнче гастрольпе пулаççĕ вĕсем. Юпа уйăхĕн 24-мĕшĕнчен Чăваш Енре «1-мĕш номерлĕ пост» проект пурнăçланать. Çĕнтерӳ паркĕнче тата чĕмсĕр чикĕсем çĕклекенсен мемориалĕнче хурал тăма пуçлаççĕ. Унта 14-18 çулти ачасене явăçтараççĕ. Çамрăк часавайсем кăнтăрла хыççăн 13:00 сехетрен пуçласа 15:00 сехетчен постра пулаççĕ.

12+
40 просмотров
3 года назад
24 октября 2022 г.

, чтобы оставлять комментарии