Пăла тăрăхĕнче пурăнакансен — юбилей
Çулталăк вĕçлениччен Елчĕк районĕнче халăх пуçарăвĕ çинчен калакан программăпа çеç 36 проект пурнăçланмалла. Çитес çул тӳрех 51 вырăнта пысăк ĕç тума палăртнă. Çакă — районта ирттерекен ĕçсенчен пĕр пайĕ çеç. Ял хуçăлăхĕ аталанть. Вĕрентӳпе культура тытăмĕсенче те савăнмалли нумай. Елчĕк районĕ хăйĕн 95 çулхи юбилейне лайăх кăтартусемпе кĕтсе илет. Шăп çакнашкал калаçу пулнă та 95 çул каялла. 1927-мĕш çулта авăн уйăхĕн 5-мĕшĕнче Елчĕк районĕ пуçланса кайнă. Хастар та пултаруллă елчĕксем çулран çул район аталантăр тесе тăрăшнă. Пăла тăрăхĕнчи халăх ĕçчен пулнине экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсĕр пуçне Елчĕкри культура çуртĕнче йĕркеленĕ курав та кăтартса парать. Ал ăстисем ку тăрăхра нумай. Мухтава тивĕç çынсен сăн ӳкерчĕкесенчен йĕркеленĕ стенд патĕнче уява пухăннисем ытларах та тытăнса тăраççĕ. Елчĕк енри пултаруллă çынсем пирки юрă та шăрантараççĕ. Паллă çынсемпе ку тăрăх чăннипех мухтанма пултарать. Çакна СССР халăх вĕрентекенĕ хăйĕн видеосаламĕнче те палăртрĕ. Пĕр районтан çакăн чухлĕ Герой тухни Чăваш Республикипе те тек çук. Паллах, район аталанăвĕнче ветерансен тӳпи пысăк. Тăнлавĕ шуралнă ветерансем паян район аталанăвĕпе мухтанма пултараççĕ. Уявра вĕсене тата хальхи вăхăтра район экономикине аталантарассипе нумай ĕçлекенсене «Чăваш Республикин Елчĕк районне — 95 çул» медальне чысларĕç. Асла ăрурисем ыр сăмахпа, сĕнӳ канашпа халĕ те пулăшса пыраççĕ. Апла пулсан çитес юбилее тата та пысăк çитĕнӳпе кĕтсе илме тĕллевсем пур. Халĕ 9 теçетке хыçра. Çак тапхăрта нумай улшăну пулнă: территори, ял тăрахĕсен хисепĕ урăхланнă, район аталанса пынă. Тăван çĕре юратасси вара елчĕксен паян та 95 çул каяллахи пекех малта тăрать.