Строительсене тав тăваççĕ
Донбассра Чăваш Республикинчи строительсем нумай хутлă çуртсене йĕркене кĕртеççĕ. Паян вĕсем Мариупольте тăрăшаççĕ. Вĕсен çулталăк вĕçлениччен 14 çуртра газ, ăшă, шыв, электричество парса пĕтермелле. Мариупольти çуртсене йĕркене кĕртнĕ çĕрте паян Чăваш Енрен 400 ытла строитель ĕçлет. Республикăри ушкăна шанса панă 14 çуртран тăваттăшне сӳтсе çĕнĕрен çĕклемелле пулать. Ыттисенче вара çулталăк вĕçлениччен кăçал палăртнă ĕçсене вĕçлемелле. Çитес çул вара çурт тулашне хитрелетсе картишсене хăтлăлатмалла пулать. Юсав пыракан çуртсенче пурăнакансем строительсене тав самахĕ çеç калаççĕ.