Комплекс хăнасене илĕртет
Куславкка районĕнчи чĕмсĕр чикĕсем çĕклекенсене халалласа лартнă мемориал комплексĕнче яланах çынсене курма пулать. Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин председателĕн çумĕ Шолбан Кара-оол та унта пулса курчĕ. Таврана каç сĕмĕ çапсан комплексра тата та илемлĕ. Кашни района халалласа лартнă стеллăран тухакан сарă-хĕрлĕ çутăсем куçа илĕртеççĕ. Туристсемпе хăнасене кунта час-час курма пулать. Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин председателĕн çумĕ Шолбан Кара-оол чăвашсем ырă ĕç пуçарнине, çак вырăна çĕршыври пур ачана та кăтартмаллине каларĕ.