Элли Юрьева халалласа
Чăваш Енре Мухтавлă ентешсен çулталăкне пĕтĕмлетеççĕ. Кăçал тĕрлĕ çĕршывсенче, Раççейĕн тĕрлĕ регионĕнче пурăнакан, хамăр республикăшăн пысăк ĕçсем туса ирттернĕ, халĕ те унăн аталанăвĕшĕн тăрăшакан мухтавлă ентешсем пирки паллаштарчĕç, ытларах каласа пачĕç. Калăпăр, Чăваш Республикин гербĕпе ялавĕн тата Шупашкар хулин гербĕн авторĕ Элли Юрьев пирки кĕске метрлă фильм ӳкернĕ. Ăна Чăваш патшалăх ӳнер музейĕнче пахаларĕç. Чăваш Ен культурине пысăк тӳпе хывнă пĕр çын историне кăтартмалла. Фильма ӳкерекенсен шăпах çакăн пек тĕллев пулнă та. Кунта ӳнерçĕн пурнăçĕ пирки пĕтĕмпех каласа памаççĕ. Элли Михайлович Чăваш Ен гербне йĕркелессипе мĕнле ĕçленине тĕплĕнрех кăтартнă унта. ТАТЬЯНА ВАШУРКИНА: «Паян эпир ӳнер музейĕнче Элли Михайлович Юрьев пирки кĕске фильм куртăмăр. Ăна Наци телевиденийĕн служби хатĕрленĕ. Унăн пахалăхĕ питĕ пысăк шайра тесшĕн эпĕ. Пирĕн республикăри кашни çыннăн çакна çак фильма эпĕ пăхма сĕнетĕп». Фильма Чăваш наци телевиденийĕн кинематогрофи служби ӳкернĕ. Унăн авторĕсем – пирĕн ĕçтеш Ольга Пырочкина тата Николай Яковлев оператор. Вĕсем малашне те Чăваш Енри мухтавлă ентешсем пирки çĕнĕ фильмсем ӳкерме палăртаççĕ. Элли Юрьев пирки ӳкернĕ фильма Чăваш наци телевиденийĕн социаллă тетелĕсенче курма пулать.