Добавить
Уведомления

Эпĕ пулас вĕрентекен

Ачасене предметпа кăсăклантарасси, педагогика енĕпе пĕлĕве тĕрĕслесси, урокри лару-тăрăва уçăмлатасси. Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче «Эпĕ пулас вĕрентекен» регионсен хушшинчи конкурс иртрĕ. 12-мĕш хут иртекен ăмăртăва педагогикăри вунă аслă шкулти 37 студент хутшăнчĕ. Вĕсенчен 12-ĕшĕ финалта тупăшрĕç. – Для каждого химия выглядит по разному. Для кого- то химия это то что сейчас на экране — сериал Брекин Бед. Для кого-то химия — это химическая завивка волос. Ну, я не могу сказать что это не правда. Ведь химия на самом деле везде. Андрей Баранов Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче пиллĕкмĕш курсра вĕренет. Вăл химипе биологи вĕрентекен профессине алла илет. Ачасене те çак предметсене юратма вĕрентесшĕн каччă. Андрей Баранов: «Эпĕ чăваш патшалăх педагогика унивреситетне пĕтернĕ хыççăн шкулта ĕçлеме палăртатăп. Конкурсра илнĕ опытпа ăсталăх мана çак ĕçре пулăшасса шанатăп.» Ăсталăх конкурсĕн финалĕнче 12 студент тупăшрĕç. Вĕсем тăватă аслă шкултан пухăннă. Александра Лось Воронеж хулинчен çитнĕ. Вăл Шупашкарта пĕрремĕш хут. Чăваш Ен тĕп хулине вăл татах çитессе шантарать. Ун чухне Александра вĕрентекен шайĕнче килме палăртать. Виççĕмĕш курсра вĕренекен пике кирек мĕнле кĕвве те выляса пама пултарать. Çак конкурса хутшăнни ăна çĕнĕ туссем тупма, ăсталăха ӳстерме пулăшасса шанать вăл. Владимир Иванов: «Ку конкурс питĕ кирлĕ, мĕншĕн тесессĕн вĕреннĕ чухне, профессине алла илнĕ чухне студентсен аталанма майсем туса памалла. Май тăвасси вăл паллах ăмăртарун килет. Ытларах студентсем тĕрлĕ йышши конкурсенчен хутшăннинчен. Çав шутрах професси конкурсĕ те пысăк шай çĕклесе тăрать. Мĕншĕн тесен вăл ăмăртура хăйне кура мар ыттисене курса малалла аталанма вăй-хал парать. Çавăнпа эп шанатăп çак конкурса пирĕн студентсемсĕр пуçне ытти педагика университечĕн студенчĕсем хутшăнса калаçни ăмăртни вĕсем хушшинче лайăххисене палăртни питĕ пысăк ăнăçу пама пултарать тесе шутлатăп профессие алла илнĕ ĕçре.» Андрей Баранов конкурсра виççĕмĕш вырăн йышăнчĕ. Александра Лось вара «Профессине пĕрремĕш утăм» номинацинче çĕнтерчĕ. Республика кăларăм валли Алексей Зотиков, Николай Скворцов

12+
50 просмотров
3 года назад
5 декабря 2022 г.

, чтобы оставлять комментарии